Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XIV пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Хуҫа килни виҫ уйӑх иртрӗ;
Ялан ӗҫре е кантурта.
Калайпала ҫуртне халь витрӗ —
Вӑл типтерлерӗ кил-ҫурта.
Ишут ниҫта каймасть чӗнмесӗр:
Ак, Хусана тумарӗ йӗр.
Анчах пӗррехинче кӗтмесӗр
Каҫ умӗн ҫитрӗ ват курьер.
О, йыхӑрать-мӗн кӗпӗрнаттӑр,
Ҫырать: шанатпӑр килессе.
Ишут шутларӗ: «Тура патӑр,
Шанманччӗ эп вӑл чӗнессе».

Тӗллевлӗ шухӑш — ӗҫ тӑрлавӗ;
Телей, ҫав шухӑш ҫитӗнсен.
Туйни — телейӗн шӑнкӑравӗ,
Иккӗленмесӗр пыр илтсен,
Йӑла, йӗрке — вӑл никӗс; унсӑр
Пымасть-тӗр пурӑнӑҫ ӑнса.
Йӗрки-йӑли пулсан та сумсӑр,
Тӑрас пулать-ҫке пӑхӑнса.
Ишут тӑмасть ҫакна пӗлмесӗр,
Вӑл ҫавӑнпа ним тӗллемесӗр
Тухман. Шутлать: «Ку йыхӑрав
Халь пултӑр маншӑн шӑнкӑрав».

Каҫпа пуҫланмаллаччӗ бал,
Анчах паян Ишутӑн траур.
Пӗлет вӑл: ашшӗсем авал
Вилнисене манман. Халь авӑр,
Шыв ҫаврӑнни ун пуҫӗнче,
Пин шухӑш пӑтранса тӑрать-мӗн:
Мӗнле усал вӑй пур енчен
Килсе кӗрсе чуна хӑратмӗ?
Ҫапла, этем вӑл хӑйшӗн хӑй
Йӑла тӑвать, йӗрке ҫырать.
Кайран шутлать: «Ӑҫтан ку сӑй?
Хӑш чух, тен, ӑсӗ ҫывӑрать?»

Калас пулать, Ухтер вилни
Пулман Ишутшӑн пит салхуллӑ,
Хӑйне тытман вал пӑлхануллӑ,
Шутланӑ: пултӑр тур илни;
Ҫапах ютра, ҫын умӗнче
Хӑйне хӑй тытнӑ лӑпкӑ, мӗскӗн;
Вӑл аслӑрах ҫын ҫумӗнче
Пулман типтерсӗр, шухӑ, вӗҫкӗн.
«Сив ҫил вӗрсессӗн хӳтӗре тӑр,
Пулсассӑн ӑшӑ — яр тымар...» —
Тесе шутланӑ. Кӗпӗрнаттӑр
Чӗнсен пӗлтерчӗ: хирӗҫ мар.

Кӳми вӗҫтерчӗ тусана.
Ӑҫта Ишут халь тӗрлеттерчӗ —
Тин ҫех вӑраннӑ вӑрмана
Вӑл янлӑн, шавлӑн кӗрлеттерчӗ?
Хусан, шур Кремӗл... Кӗпӗрнаттӑр
Пит ӑшшӑн йышӑнчӗ ӑна.
Ишут тӳлек, яка: сӑна тӑр.
Паян вӑл кирлӗ ҫын, хӑна.
Хисеплӗн пачӗ ал хуҫа,
Курнать, ун кӑмӑлӗ уҫах:
«Эп сирӗнпе, — тет, — хуйхӑратӑп...
Мана пӗлтернӗччӗ пӗр кун.

Мӗн тӑвӑн-ха, кашни ҫӗн кун
Кӳрет ҫӗн ӗҫ, хыпар. Хӑратӑп
Эп сирӗншӗн; тен, пулӑшу
Сире манран халь кирлӗ пулӗ?»
Ах, пурнӑҫӑн тумхахлӑ ҫулӗ:
Ума тухать е сӑрт, е шыв,
Паян, ак, вӑл ытла та такӑр,
Ыран, тен, пулӗ тӗпсӗр какӑр.
Ҫемҫен те ӑшшӑн йышӑнни
Телей пурри ҫине шантарчӗ,
Кӗтмесӗр пурнӑҫӗ ӑнни
Паян ӑна йӑлт парӑнтарчӗ.

Сӗрлет кил-ҫурт: пуҫланчӗ бал.
Юхать кӗвви илемлӗ вальсӑн.
Хӑнасемпе тӑп тулнӑ зал
Хускалчӗ: пурҫӑнӗ, атласӗ
Пуҫларӗ ҫил пек вӗлкӗшме.
Арҫыннисем ташласшӑн талӑк,
Хӗрсем те хирӗҫ мар. Пит савӑк
Ҫав иккӗн сывлӑшра ишме:
Эс ярӑнатӑн хуммӑн-хуммӑн,
Хӗре пит ҫӑмӑллӑн тытса.
Пурте пӑхаҫҫӗ ырӑ суннӑн —
Юпа пек тӑмӑн-ҫке хытса.

Ишут кунта та мӗскӗн мар:
Ун куҫӗсем ытла хӗлхемлӗ,
Хул-ҫурӑмпа яштак, патвар,
Пӑхма вӑл савӑк ҫын, илемлӗ:
Чӑр куҫӗ, ҫӳҫӗ — ан тура.
Вӑл камергер, ҫавна кура
Паян ҫире ун ҫӗн мундир.
Пит килӗшет-ҫке ҫак тумтир.
Ишут сӑнать: курать вӑл витӗр,
Анчах та хатӗр паллашма.
Ӑсра шутлать вӑл: «Вӑхӑт ҫитӗ
Ак пуринпе те танлашма».

Ишут юлмарӗ палӑрмасӑр —
Ӑна куҫ хыврӗҫ ырласа.
Юлмарӗ вӑл ҫавна курмасӑр,
Писмерӗ вӑрттӑн хурласа.
Вӑл курчӗ, виҫрӗ те тайтарчӗ:
Пӑрахӑҫлать тӑкаклине;
Мӗн курнине вӑл сӑрӑхтарчӗ,
Хӑварчӗ хӑйшӗн хаклине.
Илемлӗ, кӑмӑллӑ, яттак;
Нумайӑшне вӑл парӑнтарчӗ.
Ара, хастарлӑхпа — салтак:
Шут тытнине самай ӑнтарчӗ.

Ак, ҫитрӗ вице-кӗпӗрнаттӑр
Илемлӗ ҫамрӑк хӗрӗпе.
Мӗнле ҫын ку? — Ах, тур сыхлатӑр! —
Вӑл ҫывӑрман пек ҫӗрӗпе
Аран, пит ывӑннӑн утать, —
Хӑй самӑр, ҫӳллӗш пилӗк аршӑн, —
Каска; урай та авӑнать.
Ӑҫтан, камран, мӗнле хаяршӑн
Вӑл ҫутӑ тӗнчере ҫуралнӑ?
Ун ҫӳҫӗ шӑрт пек те сайра,
Пит-куҫӗ кӑпӑш та хуралнӑ,
Пит мӑкӑрӑлнӑ ун кайра.

Вице, чӑнах, мӑнаҫлӑн кӗчӗ
Пуҫне тӗве пек каҫӑртса.
Хӗрарӑмсен ялан пур вӗчӗх:
Тӗпчеҫҫӗ кӳршинчен ыйтса.
Ниҫта та вӗсенчен тараймӑн,
Юлатӑн ӗмӗр тыткӑнра;
Начаррине, ҫук, пытараймӑн —
Ара, ӑс-тӑн ялан сӑнра.
Вӑлтса пӗлеҫҫӗ пуринчен:
Ӑҫта ҫуралнӑ хӗрӗн ашшӗ,
Мӗнле йӑх-тымартан аслашшӗ,
Ӑҫтан асламӑш, хӑш енчен?

Ах, хӗрӗ, калӑн, пирӗшти, —
Калаймӗ сиввӗн кӳрӗш те, —
Пӑхсассӑн, ҫук, куҫна илеймӗн,
Ӑҫта ху пулнине пӗлеймӗн,
Пачах ҫухатӑн ӗс-тӑнна,
Юрать, курмастӑн ху сӑнна.
Курсан, паллаймӑн хӑвна ху —
Йӑлт улшӑнать пахалӑху.
Ишут шутлать: «Чун тулнине, —
Аван-ха, — тусӑм сӑнамарӗ»...
Чӗри ҫӗкленнӗрен курмарӗ
Унран леш вӑрттӑн кулнине.

Юлмаҫҫӗ амӑшсем курмасӑр
Качча хӗр вӑрттӑн виҫнине,
Мӗнле, — хӑмлаллӑ ыр сӑрасӑр, —
Куҫра хӗлхем чӑл ҫиҫнине.
Кам амӑшӗн чӗрийӗ ҫунмӗ —
Кӗтсе илесшӗн туй кунне.
Мӗнле хӗрарӑм ырлӑх сунмӗ
Тӑван хӗрне, тӑван юнне.
Йӗрки ҫапла-ҫке: ҫитӗнсессӗн
Яш-кӗрӗм хӑпарать тӑва.
Вара, хӑй вӑхӑчӗ ҫитсессӗн,
Ун ҫавӑрас пулать йӑва.


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-05-04 19:41:09 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2654 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем